28.01.2014
Çитес вырсарни кун пĕтĕм Раççей йĕлтĕр çине тăрса ăмăртусене тăма хатĕрленет. Йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ тупăшăвне Чăваш Енре пурăнакансем те хастар хутшăнĕç. Шупашкар районĕнчи Матикасси ялĕнчи 81 çулти Вера Орлова та ниме уямасăр старта тума хатĕрленет. Хăйĕн тĕслĕхĕпе вăл пурне те спортпа туслашма, сывă пурнăçпа пурăнма хистет. Сăмах май вăл Чăваш Енри чи аслă йĕлтĕрçĕ.
Тэги:
#Чувашия #новости